Арҫын Улатӑр районӗнчи 8-мӗш колони-посление лекнӗ. Анчах айӑплавне пурнӑҫланӑ чухне вӑл ӗҫлеме хирӗҫленӗ.
Ҫавна май вӑл йӗркене пӑснӑ тесе йышӑннӑ, штраф изоляторне ӑсатнӑ. Изоляторта вара уншӑн федераци хыснинчен 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ: апат ҫитернӗ тата ытти те. Куншӑн айӑпланнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен тытса юлмалла пулнӑ, анчах унта укҫи ҫук.
Хайхи арҫын ирӗке тухнӑ. Анчах патшалӑх учрежденийӗнче янтӑ пурӑннӑшӑн тӳлемех тивет ҫав – прокуратура ун тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Миравай судья прокуратурӑпа килӗшнӗ, айӑпланнӑ ҫынран укҫа шыраса илмелле тунӑ.
Чӑваш Енри ӗҫлӗх центрӗсенче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 3797 ҫынна ӗҫсӗр тесе шута илнӗ. ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви статистикӑна эрнесерен ҫӗнетсе тӑрать. Патшалӑхӑн органне ӗҫ шыраса пынисен хисепне ӗҫлеме пултараканнисен йышӗпе те танлаштарса пӑхнӑ. Ку цифра — 0,61 процент.
Ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗк муниципалитетсен шутӗнче — Комсомольски районӗ (унта вӑйпиттисенчен 0,21% ӗҫлев центрӗнчен пулӑшу ыйтать), Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем (0,22%). Ӗҫсӗрлӗх ҫивӗчлӗхӗ пӗчӗкрех муниципалитетсем —Комсомольски (0,04 единица), Хӗрлӗ Чутай (0,05 единица) тата Улатӑр (0,06 единица).
Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур. Ун пеккисене пирӗн республикӑра 942 ҫынна шута илнӗ.
Вакансисен хисепӗ — 19 пин те 411 единица.
ҪУР | 23 |
Нумаях пулмасть Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая Алтышево ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Ялта шкула хупнӑ-мӗн. Сӑлтавне тӳре-шара ӑнлантарнӑ: ял вилсе пырать, унӑн пуласлӑхӗ ҫук-мӗн. Халӑх хирӗҫлесе пӑхнӑ, анчах ку хӗрарӑма килӗшмен, хыттӑнрах калаҫнӑ.
- Пӗлтӗр 482 ҫын вилнӗ, 170 ача ҫуралнӑ. Ачасем ҫуккишӗн эпӗ айӑплӑ-им? Куншӑн эпӗ айӑплӑ-и? Пуласлӑх ҫук! Ӗҫ вырӑнӗсем ҫук! – тенӗ Нина Шпилевая. Унӑн сӑмахӗнчен ҫакна ӑнланмалла: ҫынсем нумайрах вилнине, ача сахалрах ҫуралнине пула шкул ыйтӑвӗ ҫивӗч.
Халӑх хирӗҫлени, шкула хуптарасшӑн марри уншӑн кӑсӑклӑ мар иккен. Шпилевая пӗр хӗрарӑмпа пачах калаҫма хирӗҫленӗ, ӑна пухуран та кӑларса яма хӑтланнӑ. Тӳре-шара Алтышево ҫыннисемпе пуху мӗнле ирттернине ҫак каҫӑпа кайсан курма пултаратӑр: http://www.online812.ru/2018/08/23/001/.
Шывран вут пек хӑрама ваттисем ахальтен хушман-тӑр. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Шар курнин ӳчӗ ӗнер шыв ҫине хӑпарнӑ...
Сӑр юханшывӗнче, Междуречье ялӗ патӗнче, 14-ри хӗрача шыва путнине Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисене ҫав кунах систернӗ. Леш тӗнчене ҫамрӑклах сарӑмсӑр ӑсаннӑ пикен ӳтне ӗнер шыв ҫийӗнче асӑрханӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмаха вӑраха хавармасӑр тӗпчеме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ. Шыва путнӑ пике 14—24-ри пӗлешӗсемпе Сӑр юханшывӗ хӗрне кайнӑ. Ҫамрӑксенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Апла пулин те вӗсем тарӑн мар тӗлте чӑмпӑлтатнӑ. Кӗтмен-туман ҫӗртен тахӑш самантра тарӑн ҫӗре лексе 14-ри хӗрача шыва путнӑ. Ӑна ҫӑлма май килмен.
Ҫулталӑк тата ҫур ҫул вӗҫленсен районсенче ҫав тапхӑрти ӗҫ-хӗле пуху пухса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та яланхиллех ҫитет. Унпа пӗрле республикӑн тӗрлӗ (тӗслӗхрен, финанс, экономика, ял хуҫалӑх) министерствисен пуҫлӑхӗсем те вырӑна тухса каяҫҫӗ, районпа хула аталанӑвне тишкерсе тухса калаҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пуху паян харӑсах икӗ ҫӗрте: Улатӑр районӗнче тата Улатӑр хулинче — иртнӗ.
Улатӑр районӗнчи муниципалитетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Нина Шпилевая сити-менеджер паллаштарнӑ, Улатӑрта — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов. Пухӑва вырӑнти депутатсене, тӗрлӗ предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, ытти пуҫлӑхпа тӳре-шарана, вырӑти хастарсене йыхравланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче тата хулинче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи вӑрман касакансем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Вӑрман чи лайӑх касакан» республикӑри уҫӑ конкурса хутшӑннӑ. Алла пӑчкӑ тытнисем хушшинче 23 ӑста пулнӑ. Вӗсем хамӑр республикӑран ҫеҫ мар, ют регионсенчен те пухӑннӑ: Мари Элтан, Карелинчен, Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчен.
Вӑрман комплексӗнчи пысӑк квалификациллӗ рабочисен ят-сумне ӳстерес тӗллевӗллӗ ӑмӑртӑва пирӗн республикӑра 2005 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ӑна ирттерме Раҫҫейӗн вӑрман промышленникӗсемпе экспортерӗсен союзӗ пулӑшать.
«А» ушкӑнра Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман касаканӗ Ильдар Гарифов ҫентернӗ, «Б» ушкӑнра — Шупашкарти «Лесной двор» (чӑв. Вӑрман картишӗ) обществӑри Андрей Епифанов.
Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ.
Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова.
Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ.
Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать.
Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |